Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енре "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурс иртӗ. Пирӗн пата Атӑлҫи федераци округӗнчи 139 ашшӗ-амӑшӗпе ачисем килӗҫ.

Конкурсра ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарӗҫ, пултарулӑхне кӑтартӗҫ, регионӗ пирки каласа кӑтартӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансем Шупашкарпа та паллашӗҫ: Чӑваш наци музейне, "Шупашкар" хурал карапӗ ҫине кайса курӗҫ.

Утӑн 8-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Пирӗн республика чысне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Никитинсем-Чучаковсем хӳтӗлӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче ӗнер 15 сехет хыҫҫӑн ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 19 минутран сӳнтернӗ.

Анчах ҫулӑм кӳршӗ ҫуртӑн ҫиелти сийне те шар кӑтартнӑ. 63 ҫулти кил хуҫи пӳртне ҫулӑм ярса ан илтӗр тесе пушарнӑйсем киличчен хӑйех тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл пиҫсе кайнӑ.

Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи космонавтика музейне ҫӗнетсен унта 10 метр диаметрлӑ, 60 вырӑнлӑ планетари пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Тӳре-шара ҫак кунсенче проектпа смета документаци экспертиза витӗр тухасса, унтан федераци инвестици программине кӗрессе кӗтет.

Аса илтерер: Шупашкарти Николаев паркӗнче планетари тӑвасси пирки 2012 ҫултах калаҫнӑ. 2016 ҫулта ун валли 500 млн тенке яхӑн кирлине пӗлтернӗ, 2020 ҫулта 800 ытла млн тенкӗ каяссине каланӑ. Кайран планетари пирки вуҫех калаҫма пӑрахнӑ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан асфальт ҫула тӑвас ӗҫ пырать. Вӑл 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пулӗ.

Ҫула «Воддорострой» тӑвать. Ӑна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Хальлӗхе унта строительство лапамне хатӗрлеҫҫӗ. Ку асфальт ҫула тума 189 миллион та 619 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра икӗ района ҫыхӑнтаракан хытӑ сийлӗ кӗске ҫул ҫук.

 

Спорт
Николай Плотников страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Плотников страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем черетлӗ велосезона уҫнӑ. Туслӑ йыш велосипед ҫине ларса СССР лётчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хастарсем Космонавтика кунне халалланӑ.

Велоюхӑм ертӳҫи Николай Плотников халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл» маршрутпа 200-е яхӑн ҫула тухнӑ. Вӗсенчен чи кӗҫенни 7 ҫулта пулнӑ, чи асли — 81-ре.

Велосипедпа ҫула тухнисене вырӑнти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Шупашкартан пырса ҫитнисене музейпа паллаштарнӑ, концерт кӑтартнӑ.

 

Персона
Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Евгения Вдовичевӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ. Киҫтӗк ӑсти пуш уйӑхӗн юлашки кунӗнче куҫне ӗӗрлӗхе хупнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кушник ялӗнче 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгения Аркадьевна. Хӗр чухнехи унӑн хушамачӗ Воздвиженская пулнӑ. Унӑ ашшӗ вырӑнти чиркӳре ӗҫленӗ. 1939 ҫулта чиркӗве хупсан ҫемье Хусана тухса кайнӑ. Тӑвавн ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен ҫемье тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ.

Евгения Аркадьевна шӑпи ҫӑмӑл пулман. Упӑшкинчен вӑл 5 уйӑхри ывӑлӗпе ӑса юлнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑм тек ҫемье ҫавӑрман. Пурнӑҫне вӑл ҫывӑх ҫыннисене тата пултарулӑха халалланӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗпӗр мурне пула Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче тискер чӗрчунсене тытассине чикӗленӗ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене тытассине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чикӗленӗ.

Ытларах чухне Ҫӗпӗр мурӗ чӗрнеллӗ чӗрчунсем чирлеҫҫӗ. Ҫапах хир сыснисем, тилӗсем, йӗкехӳресем инфекциленнине те палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче амӑшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Ывӑлӗ амӑшне пушмак шнурокӗпе пӑвса вӗлернӗ.

Арҫынна тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӑл ирӗкре пулмӗ.

 

Персона

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑрӑш Туҫа ялӗнче, ҫуралнӑ халӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан Татьяна Кирилловна Кириллова 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Кинемей сумлӑ юбилее ҫемйипе паллӑ тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров та ӑна саламлама килнӗ, РФ Президенчӗн открыткине тыттарнӑ.

Татьяна Кирилловнӑн – 2 хӗр. Халӗ вӑл 4 мӑнукӗпе, вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те 44 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те эрехпе наркӑмӑшланнӑ.

Пӗр арҫыннин виллине килӗнче тупнӑ. Тепри гаражра выртнӑ. Унччен маларах иккӗшӗ пӗрле эрех ӗҫни паллӑ.

Хальхи вӑхӑтра суд экспертизисем тӑваҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин йышӑну паллӑ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем